Пурнӑҫ хыпнӑ Кӗнекем

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Нӳрӗк витнӗ Кӗнекен

Шӑршине ҫӑтатӑп...

- Тӑранман Вӗренекен,

Ватӑ эпӗ, ватӑ...

Пӑрӑн! Чуп, кайса аташ -

Вӑхӑт питӗ кутӑн...

- Шырамастӑп тек юлташ.

Туянатӑп, сутӑн!

...Пурнӑҫ хыпнӑ Кӗнекем,

Ӑс-тӑнун ҫук тӗпӗ...

Килӗшмелӗх пур пирке -

Яшлӑхпа тӳлетӗп.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха