Самана Саламачӗ

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026


Вӑхӑта пӑхӑнса тӑракан Саманан Саламачӗ

Шартлатса хӑмсарать сехетри ҫеккунтсен кӗтӗвне.

Ман паян вӗсемпе ӗмӗре лӑпланса выртмаллаччӗ

Курнипе-илтнипе сывлайми кӳпӗнсе ҫитнӗрен.

Йӳтесе пыракан ҫут тӗнчен йӑлӑхтармӑш йӑславӗн

Витӗмне ҫӗнтерсе хӑлхара янӑрать "ут мала".

Кам пӗлет: тен, унта кӗтекен ҫут Малаш пур? Тен, савӗ?

Ахальтен-им пире Самана хӑвалать?

                                                             Утмаллах!


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха