Хӑмпӑланнӑ Ыйту
Хӑмпӑланнӑ Ыйту шаплатас пек
Хӑмсарать чӑнласах ӳкеспе пуҫ ҫине.
Пӗр самант тӑхтама юрамасть тек -
Калеме хӑвӑртрах кӑларас ӗҫҫине¹:
Курттӑмпах уянса ваккӑн суттӑр
Хуравсем. Шурӑ хут - суйламалӑх сентре².
Тавӑрассӑм килет-ҫке-ха шутсӑр:
Хӑратма-и?Мана? Хӑйса пӑхтӑр тепре!..
¹ӗҫҫи - хӗрӳ тапхӑр, страда.
²сентре - ҫӳлӗк, полка, прилавок.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха