Тӑвӑр Пӳлӗм

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Кама кӗтсе-ши тӑвӑр Пӳлӗм

Тӑрук шӑпланчӗ пек каҫ кӳлӗм?

Тваткал куҫне хупма хӑранӑн

Инҫетлӗхе шӑтарчӗ тарӑн:

Сӗнсе артак¹, шантарнӑн хунтӑ²

Куҫҫулӗн юхрӗ лӑпкӑ Ҫутӑ...

Чӑта-чӑтах исленчӗ Тӗтхӗм³,

Мӑнкӑмӑллӑх ахлатрӗ: пӗтрӗм!

¹артак - ачашлӑх; нега.

²хунтӑ - хӳтлӗх; покров.

³тӗтхӗм - тӗттӗмлӗх; тьма.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха