Ҫӑра ҫакать каяс Ҫулталӑк
Паян хупса хӑварнӑ алӑк
Текех ан уҫӑлтӑр тесе
Лӑках тултарнӑ кӗтесе
Ҫӑра ҫакать каяс Ҫулталӑк.
Пулни-иртни хӑпса юлмалӑх,
Нихҫан ан ҫыпҫӑнтӑр тесе
Пӗр сутсӑр, йӑнӑш-тӗрӗсе
Шӑм-шак пек печӗ - ҫӑттӑр Халӑх.
Пӗр талӑк хыҫҫӑн тепӗр талӑк
Таси - паха! - темесӗрех
Тирет шӑрҫан чип-чиперех
Ӗҫе пикеннӗ ҫӗн Ҫулталӑк...
Те савӑнма, те уртармалӑх
Тӗнче кусать хӑй ҫулӗпех
Хӑйне хӑех ҫӑлас пекех
Таҫтан тупса каллех ӑсталӑх.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха