Çавăтса çÿрекен Çалтăр
Тӗттӗмре
тумхахран¹
такӑнса
тӳнесрен...
ҫутипе
ҫавӑтса
ҫӳрекен
Ҫӑлтӑрна
Теприсем
таса мар
тупанпа
тивесрен
хутлӑхна²
хуш хӑвах
хӑвӑртрах
хӑпарма!
Инҫетпе,
ирӗкпе
илӗртӳллӗ
Илем -
пӑхӑнуллӑн
пӑхсах
пуҫ пӗкмен
парӑнман.
Такӑнсан...
талпӑнсам,
теветкеллӗн³
тӗллен⁴:
"Ҫавӑнта,
ҫӳллӗшре
ҫутатать
Ҫӑлтӑр ман".
¹тумхах - йывӑрлӑх; препятствия.
²хутлӑх - уҫлӑх; пространство, среда.
³теветкел - хӑюллӑ; решительный, отчаянный.
⁴тӗллен - ӗмӗтлен; мечтать, соображать.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха