Шухăшсем

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Хам мар. Вӗсем чипер те аскӑн:

Ахаль те тӑвӑр пуҫӑма

Улах¹ ларма килсе ларсассӑн

Пуҫлаҫҫӗ пек хамах ҫӑлма.

Камран? Хамран: туртса кӑларӗҫ

Сӗвем-сӗвемӗн тунсӑха...

Ҫуках вӗсем туса курман ӗҫ -

Таҫта кайса кӗрет юлхав?

Йӗркен-йӗркен тӗрленӗ ҫаврӑм:

Типтерлӗн выртӗҫ туйӑмсем...

Савмастӑпах тесен те саврӑм -

Кӗртетӗп-иҫ килсе кӗрсен.

¹улах - молодежные посиделки


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха