Ăрӑм
Чӗлхӳ ҫинчехчӗ лӑпкӑ "чарӑн" -
Куҫна пӑвмасӑр¹ кӗтӗм тарӑн,
Ӑшна хӑвартӑм танлӑн² "манӑн".
...Тука тумасӑр³ ӑрӑмларӑм,
Тупа пекех - кивҫенсӗр парӑм -
Чӗлхӳ ҫинчен саланчӗ "санӑн".
¹куҫ пӑв - ӑрӑмла; гипнотизировать.
²танлӑн - мӑнкӑмӑллӑн; с гордостью.
³тука ту - тухатла; колдовать.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха