Халех!
Ҫип ҫинчи йӗкелле¹ ташлакан пуличчен
Ыйхуна арласа шухӑшсен ҫиппине
Пӗтӗрсе сӑввӑма тултаратӑп каллех...
Тӗлӗкӳ евӗрех пурнӑҫу та черчен -
Ӑнсӑртран лӗкесрен теприсен аллине
Хам алпах ҫаврӑма² хутӑрлатӑп. Халех!
¹йӗке - ҫип арламалли йӗпсе; веретено.
²ҫаврӑм - строфа; куплет.
³хутӑрла - ҫавӑрттар; наматывать.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха