Сӳнекен ялсенче…

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Сӳнекен ялсенче вилеймен ватӑсен АХЛАТНИ

Ачисем евӗрех ӗрӗхсе иртекен вакунсен кантӑкне

Тӳнклетсе лӗпӗш пек хуп-хура ҫӗр ҫине лаплатни

Чӗтреве ериччен - пӗр уҫать, пӗр хупать чун-чӗре алӑкне.

Ҫӑвасем йышӑнман АСАПА ӑшӑма тиеме,

Ҫӑхав¹ пек аякка илтерсе ҫитерме ыйтакан сасӑсем

Хӗвӗшсе-хӗвӗнсе питӗрмен вокзал пек хӗвӗме -

Тӑвӑра асӑрхамӑш пулса - чыхӑнаҫҫӗ пур-ҫук кӗтесе...

Тӗнчене вырнаҫман ЫРАТУ шӑнӑҫса кӑкӑрта

Йӗрмӗшме пӑрахсах шанӑҫпа ӑнлану кӳпиччен йӗтӗрет...

Куллӑмпа ӑш сӑмах пур-ха манӑн тата:

Ҫывратса яраймасть, виличчен сиплеме ӗлкӗрет!

¹ҫӑхав - евит; жалоба, заявление.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха