Выртмаран
Хам чӗлхе вӗҫӗнчех кӗҫӗнсе тӑракан сӑмахсен кӗтӗвне
Ӑнсӑртран вӗҫертсе ярасран сыхланса хивререх¹ йӗркепе
Кӑкӑртан кӑкарсах сывламасӑр тӑнлатӑп кашнин сас-чӗвне -
Ӗмӗтсен ӗшнинче ҫиччӗрех шухӑшсем кавлесе ҫӗрӗпе...
Выртмаран² таврӑнатӑп,юлхавлӑн сӗнкмен Калеме³ сӗтӗрсе...
Самана сӑпкинче мӑшлатсах тӗлӗрет-ха мӑнтарӑн тӗнче.
Кӗтекен те юлман. Те пулман? Хӑваратӑп, эппин, питӗрсе
Шухӑшсем кавлекен сӑмахсен кӗтӗвне сӑввӑмсен картинче.
¹хивре - ҫирӗп; сильно, туго.
²выртма - ҫӗрлехи кӗтӳ черечӗ; ночная лежка.
³калем - ҫырмалли; письменная принадлежность.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха