Хунар
Пуҫне усса тӑрать Хунар,
Ҫути тумлать урам ҫине.
Вӑйне туртать Ҫӗрле - Кун мар -
Пӗлмесӗр тутлӑх¹ виҫине.
Ҫӑтать Хула кӑвак янкар²
Ахаль те чирлӗ ӳпкипе.
- Юлас килсессӗн чӗрӗ - тар!
Кунта хисепсӗр-тӗк сипет³.
¹тутлӑх - тӑранни; сытость.
²янкар - тӗтӗм, тӗтре; дым, марево.
³сипет - тирпейлӗх; порядочность
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха