Шӑнтакан илеме тӳсеймесӗр

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Шӑнтакан илеме тӳсеймесӗр

Чӗлӗмпе те пулин ӑшӑнма хӑтланса

Тӗтӗмпе чӗркенесшӗн-им Эсӗр?

Сӗрӗмпе пӑтратасшӑн-им тӑрӑ ӑса?

...Пӗҫертет пӗсехе ӑравасӑр¹:

Йӳҫӗхсе пылакланнӑ Эрех техӗмне²

Сыпкӑн мар, пӗр тумлам тутанмасӑр

Сулланмашкӑн тивет ҫӗрлехи тӗтхӗме³...

¹ӑравасӑр - питӗ; очень, чересчур.

²техӗм - тутӑ; вкус, аромат.

³тӗтхӗм - тӗттӗм; темнота.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха