Çылӑхна ҫунтарать Ҫӑлтӑру

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026



Ирӗкре ирӗлсе

                 Ҫӑлтӑру ҫӳллӗшре ҫухалсассӑн,

Шӑплӑхра шӑранса

                 кӗлленет кӑшкӑрас кӗлтӑву...

Ҫил ҫинчи ҫӳҫенӳ

                   кӳпкелет кӑкӑра кассӑн-кассӑн:

Чӗтрекен чӗлӗхсем...

                  тытамак¹ тытнăнах тӑл-пӑву...

Вӑхӑтран вӑтӑрса

                   талӑка тымарпах тавӑрас-тӑк

Урӑхла! урӑхла

                  пӗтӗмпех пурнӑҫра пулмалла!

Ялавла ят-суму

                  лӳчӗрке, лӑпӑрти, латсӑр ластӑк²:

Никама, нихӑҫан

                  яхӑнтан ялкӑшми япала...

Тӑнлавна тӳккесе

                  шухӑшсем шанӑҫна шӑтарассӑн

Тиркевпе тирӗнсе

                   кӑмӑлна карӑнтарнӑ кару³...

Ахалех! асӑрха:

                   саншӑнах, систермесӗр, пӗр сассӑр

Тайӑннах⁴ тасатать

                   ҫылӑхна ҫунтарса Ҫӑлтӑру.

¹тытамак - сив чир; эпилепсия, припадок.

²ластӑк - татӑк; отрепья, клочья.

³кару - вӑйлӑ; туго, сильно.

⁴тайӑн - тивӗҫ; призвание, своеобразие.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха