Тӗнче ҫавах

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Тӗнче ҫавах - ухмах та кивӗ,

Ӑса астарнӑ Ҫӑлтӑр сивӗ.

Ҫапах сисет хускалнӑ ӑшӑм:

Такам валли упрать-ха ӑшӑ.

Тӗнче ҫавах - тискер те ютӑ,

Ҫав Ҫӑлтӑр ҫеҫ сӳнмен-ха, ҫутӑ.

Хыҫра миҫемӗш: пурнӑҫ, ҫухрӑм -

Пӗрех! Кӗтме шантар - эп тухрӑм.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха