Сӑввӑмсем ыхлаҫ
Лӳчӗркенчӗк куна ылхансах манӑҫа ывӑтаттӑм -
Ывӑҫун шӑршине упраман пулсанах!
Астӑву сӑпкине якатмасӑр, типтерлӗн хӑвартӑм,
Ма тесессӗн унта - "халь те санӑн, санах"!
Сӑмахна ятупа чӗркесе ӑшӑмра сиктермесӗр
Халиччен ирттермен, ирттерместӗп пӗр каҫ.
Поэтланнӑ хӗрарӑм пулман, пулас ҫук та пуль хӗсӗр:
Сӑввӑмсем - ашшӗне хывнӑран-ши - ыхлаҫ¹.
¹ыхлаҫ - уҫӑмлӑ; правдиво, открыто.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха