Самана

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026


Шӑпӑрне сулласах ҫӗнӗлле шӑлакан Самана

Тӑрӑшсах тасатать картишне кирлӗ мар ҫынсенчен...

Курӑнман савукна хӑвӑртрах пуҫтарсамччӗ мана -

Хальхинче те пулсан - курман пек - ан сиктер, ан йӗнче¹!

Ну, кӑтарт шикленми тепӗр хут мӗн тери эс кӑра!

Йӑлӑнман, йӑлӑнмастӑп кӳме чыс-хисеп е сӑвап...

- Килмелли тӑхӑмсем² ылхансан ятӑма?- Ан хӑра:

Евите³ юлашки сӑввӑмпа ал пусса хӑварап*.

¹йӗнче - иккӗлен; сомневаться.

²тӑхӑм - килес ӑру; потомки.

³евит - ыйту; заявление.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха