Вӑл

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

 Ҫуртаран ҫутӑрах, куҫҫультен те таса -

Куҫӗнчен тӗлме-тӗл пӑхаймарӑм.

Тивӗҫсемшӗн - парне, ҫылӑхсемшӗн - хаса¹

Параканччӗ. Вӑл хӑш - чухлаймарӑм.

Чиркӳ пек аякран илӗртсе-юнаса

Ӑшӑма пӑралать тарӑн-тарӑн -

Сисӗме² ӳстерсе пӑхӑнтарнӑ ӑса...

Йӳтемен-ши, чӑнах, эп, мӑнтарӑн!?

¹хаса - явап; наказание.

²сисӗм - туйӑм; интуиция.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха