Тутӑхна кӑлараратӑп пӗрех!

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Хӑшкаса-хӑшкаса тасатас пек,

Ялкӑшма пуҫличчен ҫутатас пек Такам Тимӗре

Тӑрӑшсах чӗрмӗкленӗ: ҫӗр чӗрпӗк

Сиппе мар - сӑпатне¹ паллами сарӑпланӑ сӗре.

Хӗрхенме-и? Паллах, хӗрхенместӗп!

Виртӗмпе ҫунтарса шӑрататӑп татах, хӗрӳрех!

Эп - эп мар, Вучах мар сиплеймес-тӗк:

Тутӑхна ӑшунтан шăратса кӑлараратӑп пӗрех!

¹сӑпат - сӑн-сӑпат; внешность.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха