Капӑр Юрӑ

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Ӑшра хальччен упраннӑ капӑр Юрӑ

Ватса тухасшӑн кӑкӑра...

Ӑна та шел, ҫиет хама та Сурӑ¹,

Тулаш вара ытла кӑра:

Куҫран пӑхатӑп - вӗҫсӗр-хӗрсӗр Пушӑ;

Чӗвен тӑрать - туласшӑн² вӗт!

Капарлӑх³ - мӗскӗнлӗх палли. Хӑрушӑ.

Чӳклев парни, тулаш, ан кӗт!

¹сурӑ - ырату; боль.

²тула - лӑска; грызть.

³капарлӑх - выҫлӑх; жадность.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха