Пур-пӗрех

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Лӑкакан тупӑкра выртакан виле пек

Маншӑн халь пӗтӗмпех пур-пӗрех.

Ылханмастӑп, чӗнместӗп, кӗтместӗп те тек,

Илсе кайччӑр кӑна инҫерех-инҫерех.

Эп кайсан: кам кулать савӑнса? кам йӗрет?

Ман курас та, илтес те, пӗлес те килмест.

Манчченех кайнисем, хыҫрисем те - ӗрет¹.

Таврӑнма, тӳрлетме Тур ан хуштӑрччӗ ҫеҫ.

¹ӗрет - рет, черет; ряд, очередь.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха