Кӗртсем!
Тухья ҫинчен пӗркенчӗк витнӗ хӗр-упраҫ пек
Тулти туя сисмесӗр ларакан Чиркӳ,
Туртма хама, чӑнах, юлмарӗ вӑй-хӑват тек -
Кӗртсем, хушсан та урӑхла тума хивре¹ йӗркӳ.
Ялан-ялан - пӗлетӗп - санӑн алӑк уҫӑ -
Пӗрех ура ярса пусмасть темме Хурах.
Умна тӑрсассӑн эп - ухасшӑн мар ват пуҫӑм:
Ҫӑк² пек туртмалӑх айӑп пур пуль ҫав. Пурах.
...Асап иккен пулсассӑн эс инҫе те ҫывӑх!
Каҫар, килсе ӳкнишӗн халь ҫеҫ - хӗн-хурта:
Парнесӗр эп. Кӳме пӗртен-пӗрре те - ҫылӑх.
Кӗртсем, тӑр-тӑр! чӗтрет пулсассӑн та Ҫуртам.
¹хивре - ҫирӗп; сильно закрученный.
²ҫӑк - тиев; груз, ноша
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха