Ас тивех...
Кӑпӑшка шухӑша унаса¹
Чи япшар сӑмахпа ҫупаччен
Кӑмӑлпа турамланӑ ӑса
Сӑввӑма тултаратӑп пӗччен.
Ывӑнман. Тавӑрсах ҫаннӑма
Айланам ӗшенсе ӳкиччен.
Ан васка-ха ытла ир тӑма -
Хам пекех вӑл вӗри те черчен
Карласа ҫунакан кӑкӑрта
Техӗмне упраса пиҫнӗрен.
Пӗҫертет: сывлаттар тепӗртак;
Ан васка-ха; кӗтмешкӗн вӗрен.
Састашсем-картӑмсем² юнашар
Тимлӗхпе теветкеллӗх³ пекех
Пиҫӗхсен - тӗпретсе сӑмахшар
Антӑхса кайиччен ас тивех...
¹уна - сар; раскатывать.² састаш-карт - рифма-ритм;
³теветкеллӗх - хӑюлӑх; отчаянность.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха