Лӑш пуласчӗ пӗрре...
Тапӑра анакан Ыйтусен кӗтӗвне
Шӑваратӑп каллех уямасӑр ҫӗре:
Кӳпӗнсе каясла тултараҫҫӗ хӗвне
Куҫҫультен тӑрӑрах Хуравсем, чӗмере!
Пӑтранса тӑракан Шухӑшсен авӑрне
Пуҫармань* авӑсса тӑнине еплерех
Каҫӑхми Ыйтусем пӗлес ҫук ӗмӗрне -
Кирлех мар. Хӑпчӑр ҫеҫ - лӑш пуласчӗ пӗрре...
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха