Эй, Пуласӑм!

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Кӑн-кӑвак куҫунти ҫӑп-ҫӑра янкарна¹

Чыхӑнса каясран хӑрамасӑр кӗретӗп.

Хӑратаҫҫӗ, чараҫҫӗ, сӗнеҫҫӗ тарма...

Хӑрамастӑп пӗрех! - пӗлтеретӗп кӗретӗн².

Ылтӑнпа укаланӑ чипер пайӑркам

Чӗтрене ертекен тӗтрӳне вӑтанмасӑр

Хыпашлать... Тупатех хӑйӗнне шыракан -

Ытараймӑн пӗрех Кутӑнна, э, Пуласӑм!?

¹янкар - тӗтре; марево, мгла.

²кӗретӗн - уҫҫӑн; правдиво.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха