Манӑн хамӑн хайла

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026



Такӑнтартӑр сӑмах, пур-пӗрех ӳкереймӗ.

Йӑлӑхтармӑш йӑслав шӑл шаккать кӑлӑхах.

Манӑн хамӑн хайла¹ - тивертсессӗн хӗлхемӗ

Ҫунтарса кӗл тӑвать. Тивмесен - лайӑхрах.

Хыт-хурашӑн ҫунса ӗмӗре сӳнтерес-тӗк

Памалла та пулман ӑшӑмри ҫулӑма.

Халлӗхе каҫаратӑп. Кайран - хӗрхенместӗп:

Хатӗрленӗр ун чух тӗлме-тӗллӗн² тӑма.

хайла¹ - ӑсталӑх; прием, мастерство.

тӗлме-тӗллӗн² - хире-хирӗҫ; тет-а-тет.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха