Асӑрха

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

СӐМАХРАН ӗрчесе ҫӑралсан ШУХӐШСЕН чӑтлӑхне

ӐСӐМПА кастарса ҫул уҫмалӑх хевте¹ тупас мар-тӑк

Ҫӑткӑнла ҫӑварне каракан ТУЙӐМСЕН шурлӑхне

Путасса чухласах - теветкеллӗн² кӗместӗм сасартӑк.

Ан шиклен шатӑртатрӗҫ пулсан ҫатрака ЙӐНӐШСЕМ:

Такӑнатӑп пулсан - чӗррипех - кӗллӳне тӑс,тархасшӑн.

ҪУРАҪУ ӗшнинче каҫӑхса юрлакан ӖМӖТСЕМ

Астараҫҫӗ епле? - асӑрха - пирӗнпе тӗл пуласшӑн...

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха