Ҫӑлтӑру
Тӗттӗмре, ҫылӑхпа пӑтранса тӑракан авӑра
Ӳкесрен уттуна ҫӗр хута сыхлакан Ҫӑлтӑрна -
Куҫунтан ҫухалсан - пӑлханса ан шыра кӑнтӑрла:
Вӑл ҫумрах - юнтарса вӑй-хална ан пӗтер - ан хӑра.
Ӑшшине парайманшӑн каллех ӳпкевпе хупличчен
Аса ил: ҫӗнтерсе йӑлӑхсан, тытӑҫса ӗшӗнсен
Кам сана - ӳкермесӗр ҫӗре ытлашши сӑмахсем -
Ҫутипе ҫавӑтса тухнине ҫапӑҫу хирӗнчен...
Аякран ӗненсе чӗнекен пур чухне: ҫутатма,
Уҫлӑхран шанӑҫпа вӑй-хӑват уҫлама¹ пур сӑлтав.
Астарман-астармасть йӑпанмалӑх хисеп те мухтав
Кӗлӗре² кӗлерсе³ тӑракан пур пулсассӑн ятна.
¹уҫла - сӑрӑхтар; выкачивать.
²кӗлӗ - асӑнни; молитва.
³кӗлер - чӳхе, тасат; бучить, золить.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха