Калемпе Хут

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026


Нараста¹ упракан шур Хута

Пусмӑрларӗ Калем ҫӗрӗпех.

Ҫук, кӗмерӗҫ пӗри те хута:

Ни Мачча, ни Хӳме². Ахӑртнех,

Акӑнса юлакан вӑрлӑхран

Пӗтӗленӗ чӗнмесӗр шур Хут.

Юрамасть, май килмест урӑхла -

Хӑй пӗтсен те Сӑвви юлӗ хуть...

¹нараста - тасалӑх; девственность.

²хӳме – стена


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха