Кӑн-кӑвак куҫлӑскерӗм!

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Кӑн-кӑвак куҫунта чӳхенсе илессишӗн

Ҫухрӑмсен ҫиппинчен ҫыхрӑм мар-и ҫул-йӗр?!

Нумая пымасассӑн та сулӑмлӑ¹ ишӗм

Тепӗр хут тӗл пулас шанӑҫа ан ҫӗтер:

Тунсӑха пытарса, таврӑнмашкӑн, хӑвартӑм -

Тӑварне шӳтерсе пӗрчӗле киличчен.

Асӑрха: тӑвӑла тӗвӗленӗ ҫунатӑм

Куҫунта - куҫҫуль пек аравасӑр² черчен...

¹сулӑм - вӑй; инерция, размах.

²аравасӑр - диал. питӗ; очень.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха