Тӗнчере кам - чура, кам – хуҫа?

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Чип-чипер каҫӑхса выртакан Тинӗсе лӑкасассӑн

Илӗртӳллӗ хумсем те караҫҫӗ ҫӑвар -

Урмӑша ернӗ пек шӑлсемпе тӑрӑнса кассӑн-кассӑн

Ҫырана тӗпретсе сапалаҫҫӗ тӑвар...

Вучахра вылянса сикекен Хӗлхеме пӑтратсассӑн

Ал тӑсать таврана алхассуллӑ пушар -

Хыпашла-хыпашла ҫатӑрлать те хыпать тӑранмассӑн...

Пӗлес мар тенӗ чух - курса ларӑн вут-шар.

Тулмалли пучахне ӗмӗртесшӗн Ҫӗре хускатсассӑн -

Типшекен кӑкӑрне ҫурмалла ҫурнӑран -

Юлашки сывлӑмпа ҫӑвӑнсах сывласассӑн та ассӑн

Ҫӑлнӑҫ мар, хӗрхенӳ ан та кӗтӗр унран.

Вут-Шыв-Ҫӗр хӑватне пӗр-пӗр кун пӗтӗҫтерчӗ пулсассӑн,

Вӗскӗртсе аллинчен вӗҫертсен Виҫпуҫа

Никама пӑхӑнман Ҫавраҫил - асӑрха - пӗр сӑмахсӑр

Кӑтартать: тӗнчере кам - чура, кам - хуҫа.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха