Аптрамастпӑр
Вӑрӑ пек: ҫӗр хута, васкаса, ухтара-ухтара
Суракан хӑлхуна тумлатмалӑх ытарлӑ сӑмах
Ӑшӑхми ӑшӑмра шырама пикенсессӗн хамах
Ывӑнми ухӑта-ухӑта¹ ӳкиччен чӑм тара
Сиплекен сӑвӑсем шӑрататӑп татах та татах -
Хуҫалла пул хӑю ӳлӗмрен: хускатма ан пӑрах,
Пӗтӗмпех каҫӑхать, манӑҫать - аптрамастпӑр вара.
ухӑт¹ - сыват; врачевать чтением молитв.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха