Ҫыранпа Тинӗс
Иртӗхсе каясран чарас пек чал¹ витернӗ Ҫыран
Мӗнлерех! пыма ҫук, тивме ҫук, ӑравасӑр куштан:
Хӑй ҫумне ӑвӑнсах² юмахсем калакан Тинӗсе
Шар³ тӑварлӑ куҫҫуль тухиччен макӑртать хӳтӗрсе...
Ах! Айван та мӑнаҫ... ирӗлмелӗх ачаш та тискер:
"Кала ҫеҫ: мӗнлерех пулмалла? мӗн ҫитмест-ха, мӗскер?"
Кӑкӑрне каҫӑртса та Ҫыран Тинӗсе йӳпсӗнмест⁴ -
Ӗмӗртен-ӗмӗре йӳҫӗ ҫеҫ иксӗлмест. Ҫавӑ ҫеҫ.
чал¹ - кӑвак; седина.
ӑвӑн² - ӑнтӑл; страстно желать.
шар³ - питӗ; очень.
йӳпсӗн⁴ - тӑнла; обращать внимание.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха