"Тавтапуҫ" та ҫырлах
...Куҫҫультен те таса, тӗлӗкрен те пылак,
Ӗмӗтрен те чипер, пурнӑҫран та паха,
Вилӗмрен те кӗске, хурлӑхран та шарак¹... -
Суйламалӑх сӑмах ӑшӑмра пур та-ха,
Кирлине шыраса тупаймарӑм ҫавах.
А, чӗлхем вӗҫӗнче: "тавтапуҫ" та "ҫырлах"².
¹ шарак - йӳҫӗ; очень горький.
² ҫырлах - каҫар; простить.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха