Сӳнтерех!
Сӳнтерех!
Тӗнчене хуп-хура пуличчен хурахла сӳнтерех -
Суккӑрланнӑ тавралӑх - йӳтенӗн - хӳхлетӗр хӑрушӑ чӗнменлӗх...
Хӳхӗмрех!
Шанӑҫпа ҫунакан Ҫӑлтӑру, кур, тата хӳхӗмрех:
Куҫӗнче - шӑтарса тухакан вӑй-хӑват камлӑхна вӗлермелӗх.
Тӳнтерех!
Тарӑхсах Алтӑра ҫавӑрса ӳпӗнтер - тӳнтӗрех!
Тӑкӑнса юхакан тӗлӗксен пылакне тӳсейместӗн - ӳкетӗн.
Иртӗхсех!
Хурахлантӑн, Ҫӗрле - таврӑнать пӗтӗмпех, пурпӗрех:
Уттине ӳстерет сӳнтерми Ҫӑлтӑру пытанмасӑр, кӗретӗн¹.
кӗретӗн¹ - уҫҫӑн; открыто.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха