Çиле май ҫул
Хушӑкран тӗнчене сӑнаса ларнине чӑтаймасӑр
Картлакан сӑпайна ӑффлатса тӳнтерем-и пӗррех!?
Ҫавраҫилӗн тӳпи¹ ҫавнашкал: теветкеллӗ те харсӑр -
Сарӑпран² пархатар³ ҫавӑрса кӑларать пур-пӗрех!
Ҫӗрӗшсе кайнӑран йӑлуна пур-пӗрех тӗревлеймӗн -
Канлӗхе сыхлакан мӗскӗнӳ йӑтӑнса анмалла...
Шиклӗхе ҫӗнтерсе ухакан пултарулӑх Хӗвелӗ
Ахальтен-им ҫунать хыпӑнса-йыхӑрса малалла?!
Ӗнерпе йӑпанса ларнипех ырана ыталас пек
Ӑмӑрту туйӑмне ҫывӑрттар ҫеҫ - яратӑп хаса⁴!..
Ялавсем ҫӗклекен Варкӑша кӗттерме юрамасть тек -
Чӗннӗ чух усӑ кур, усӑ кӳр: Ҫиле май ҫул, таса!
тӳпе¹ - шӑпа; участь
сарӑп² - сиен; вред
пархатар³ - усӑлӑх; польза
хаса⁴ - явап; наказание.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха