Тепӗр хут!
Катренсен¹ кӑшкарне тӑрӑшсах вырнаҫасшӑн Талайӑм²:
Аптраман таврашран тухнӑскер тилмӗрсех хирӗнет.
Хӗсӗкрех. Кай!" тесе пур-пӗрех айвана хӑвалаймӑн -
Кӗртмесен арканать таврари ҫураҫулӑх кинет³...
Йышӑнать те чӑтать (тӗнчене е мана упрамашкӑн?)
Аннерен ачашрах, аттерен ҫирӗпрех шурӑ Хут -
Парӑнать: пуҫару вӗлерсе ҫӳрекен "чӑп! ан ашкӑн";
Ҫӗнтерет:"евитле⁴ те пултар тепӗр хут! Тепӗр хут!"
Катрен¹ - четверостишие; тӑватьйӗркелӗх.
Талай² - кӑмӑл; норов.
Кинет³ - сасартӑк; неожиданно.
Евит⁴ - пӗлтерӳ; заявление.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха