Тӳнтерсӗр Сӑпайлӑх

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Тӳсӗмпе тӳмеленнӗ тӳнтерсӗр Сӑпайлӑх

Паллакан пӳрнесен артакне¹ тӑхтаса кӳтнӗрен

Тӗл пулсан тупаймарӗ хевте² салтӑнмалӑх:

"Тивертсенччӗ хӑйсем - малтанхи сулӑмпах, ҫӗнӗрен", -

Ӳкӗтлеччӗ те пуль, кӗтекен Каламанлӑх

Хӑюпа намӑса³ уйӑрттарчӗ вӗт хут пӳлӗмрех!

Пулнипе иртнине тав туса асӑнмалӑх,

Сӑвӑра упрама ҫухатса ярасран ӳлӗмрен.

артак¹ - ачашлӑх; ласка.

хевте¹ - хӑват; силы.

намӑс² - совесть.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха