Пакунлӑ ват Уйӑх
Шултӑра ҫӑлтӑрсем ҫыпӑҫтарнӑ пакунлӑ ват Уйӑх
Салтакла таплатса тухрӗ мар-и хӑех ҫӗрлехи хурала?
Ахӑртнех, ӑшӗнчен кӑларасшӑн: те шухӑш, те хуйӑх -
Ухӑнсах ҫӑвартан тӗтӗрет кӑвасак¹ тӗтӗмне тулалла...
Тапӑнса килекен Пӗлӗтсен эшкерне² тустармалӑх
Авнине кура мар хуҫайман пӗвӗнче упранать-ха хӑват:
Вилӗме ҫӗнекен, пурнӑҫа тӑсакан аптраманлӑх
Хӳтлӗхне ҫӗр ҫине сапалать - тӑхтамасӑр ни чыс, ни сӑвап³.
кӑвасак¹ - йӳҫӗк; горький.
эшкер² - ушкӑн; толпа, банда.
сӑвап³ - ырлӑх; благодарность.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха