Кӗтекен Чӳрече
Кӗтекен чӳрече ҫутинче - иксӗлми ӑшӑ "кил" -
Хӑй патнех ҫавӑрса килекен чи асамлӑ пехил -
Ураран ӳкмеллех туласа ҫитерсессӗн шӑпа -
Хам кӑна паллакан, илтекен, лӑпкакан сасӑпа
Шантарать канӑҫпа сывату...
Анне мар-и, ара?..
Вӗҫӗмех улакан, вӗҫӗмех уракан ҫут Тӗнче
Ӗнентернӗ чухне кам хуҫа, кам чура ҫӗр ҫинче
Илтмен пек, курман пек уямасӑр ниме-никама
Хупӑрлать, пытарать пуринчен сипленсе
сывалма.
Хӑлхара: кил - килех! Кил, килях!..
Анне мар-и, ара?..
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха