Ухмах Калем
Йӑран пусать ухмах Калем¹,
Хӑех Сӑмах акать: пит йӑвӑ.
Хыҫран юлать хура валем².
Валемӗн капӑр ячӗ - Сӑвӑ.
Кайран, ҫырса тухас тесен
Туптаннӑ Ӑс - пулсассӑн ҫивӗч -
Чӗрсе хӑварӗ паллӑсем
Чӗре кӑна ан пултӑр хирӗҫ...
Калемӗн ҫук лару-тӑру³;
Сӑмах шӑтарнӑ Шухӑш тарӑн -
Чавса кӑларӗ-ши ӑру?
Мӗнле пуҫтарӗ-ши, мӑнтарӑн?..
калем¹ - ручка;
валем² - купа; возвышенность.
лару-тӑру³ - канӑҫлӑх; усидчивость.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха