Типтерӗм
"Чи хитре хуплашкаллӑ Типтерӗм¹,
Лӑсканса кайнине тиркемерӗм:
Пушлӑхна тултара-тултара
Ӳкрӗм мар-и хамах чӑм тара?
Ҫӗрӗпех вӗҫертмерӗм-ямарӑм
Юраман ӗмӗтсем ярӑм-ярӑм
Кӗрсе юлччӑр ӑшна - паянтан
Ас туса ыйтакан пулӑн ман..."
Типтерпе мӑшӑрланнӑ Калемӗн,
Хисепне² ҫухатмалӑх ку темӗн
Ҫуралса, - тет, - хитре сӑвӑсем.
Вулаттарӗҫ те пуль май килсен...
типтер¹ - тетрадь.
хисеп² - шут; количество
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха