Каламанлӑх
Кӑн-кӑвак куҫунти Каламанлӑх
Хӑратсан та асамлӑ ҫавах...
Хывӑнать хӑюлланнӑ Харкамлӑх¹ -
Ҫапӑҫмасӑр кӗме - ҫараллах².
Кам-кама парӑнать-парӑнтарӗ? -
Татса парӗ кайран Самана.
Чыхӑнтартӑр куҫҫуль, тар тӑварӗ -
Путмалла-тӑк, путам. Пар, чӑмма!
харкамлӑх¹ - хӑйнеевӗрлӗх; индивидуальность.
ҫаралла² - ҫара алӑллӑ; без оружия.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха