Кинеми аллинче вылянать ҫип пушкарӗ

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

"Пурнӑҫра ни юлташ, ни тӑшман хӑвармарӑм.

Ни илме, ни пама ҫук кивҫен те ҫук парӑм.

Ӑраскал йӑмӑх¹ мар - ватлӑхпа шупкаланнӑ -

Тавтапуҫ! Ҫырлахса. Каймалла пулӗ манӑн?.."

Илтекен, итлекен хальхинче те пулмарӗ.

Кинеми аллинче вылянать ҫип пушкарӗ²:

Йӗкелле сикекен тараватлӑ ачалӑх,

Яшлӑхпа вӑй питти чухнехи - асӑнмалӑх,

Хуҫине юраса явӑнса-ҫаврӑнса пӗтӗҫеҫҫӗ...

Курӑнмасть-ха пӗрех, палӑрмасть-ха та вӗҫӗ...

йӑмӑх¹ - питӗ; сочный, густой (цвет)

пушкар² - кӑшкар; катушка, шпулька.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха