Ҫырлахар

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026


 

Ҫырлахар - шутласа хунӑ пек ҫырӑнман  кӗнекен

Хуплашкийӗ сан пек те тултармӑшӗ манӑн.

Ҫук ҫӗрте кӑлтӑксем-йӑнӑшсем шыраса ан тирке:

Кӑларса ывӑтас сыпӑксем ҫук - тупаймӑн...

Хурлӑха хуратса, савнӑҫпа сӑрласа кунсерен

Пулнине-иртнине шанӑҫпа ҫыпӑҫтарнӑ.

Каҫарар - ҫырнӑ чух пӗр-пӗрне упраманшӑн сӗре:

Йӳнетет - ӳкӗнӳ, хаклатать - пархатарлӑх¹.

пархатарлӑх¹ - тав; благодарность.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха