Чӑт та тӳс мана, Тӗнче!
Тупӑк хыҫҫӑн тепӗр тупӑк -
Сыпӑнтарнӑ вакунсем...
"Канлӗх, ҫӑлнӑҫ, ырлӑх тупӑп
Пӗрине кӗрсе ӳксен".
Ҫитнӗ, курнӑ - куҫ ан куртӑр,
Тек ан илттӗрччӗ хӑлха.
Ман пекки татах та пур-тӑр,
Ахӑртнех, таси - паха!
Ҫук кӗртмерӗҫ-иҫ, кӗртмерӗҫ:
Ни выртма та ни тӑма.
"Вӗҫлемен-ха, - терӗҫ, - пӗр ӗҫ -
Сан ятпа касман хӑма".
Тупӑк хыҫҫӑн тепӗр тупӑк,
Ҫӗр те вунӑ чӳрече...
Ҫаврӑнатӑп та, ак, утӑп!
Чӑт та тӳс мана, Тӗнче!
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха