Вучах

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Кам валли ҫуннине манса кайнӑ Вучах

Тилмӗрет: "Вут пӑрах-ха, тарахасшӑн, пӑрах -

Ялкӑшса ман пурнасчӗ татах та татах!

...Ҫуттӑмпа киленсе лараканӑм вӑрах -

Сӳннӗ май ӑшшӑмпа ҫырлахми пулсанах -

Пӑрӑнса каясса шутламанччӗ пачах...

Пӗр-пӗрне ас тума, чӑн, татманччӗ сӑмах.

Унтанпа кӑвара упраса ҫав-ҫавах

Кун тӑсатӑп ҫапла тӗлкӗшсе асапрах.

Ӑшшӑмпа ҫуттӑм пур - пархатарӑм пайтах.

Кирлех мар-тӑк ан тӑс: паянах, ҫакӑнтах

Тӑпрапа сапса хур - лаш! пулам туххӑмрах".

Кӑвайта пӑтратса хӑваратӑп, паллах.

Вут перетӗп: "Ҫӗклен, ялкӑшсам ҫутӑрах -

Таврӑнмашкӑн хуҫу ҫул-йӗре туптӑрах!"


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха