Метро
Урамри тусана уссӑрах хускатса ҫӳрекен вилесен шӑршипе
Мӑн хула чыхӑнса каясран, ҫӳп-ҫапа шӑлнӑ пек, Ҫил урса хӑвалать шӑтӑка -
Ӗмсе илӗ метро, каҫӑхсах, тултармашкӑн нихҫан хутланми пыршине
Маларах картлашка шӑлӗпе тӗпретсе Ҫут тӗнче чӑмласа ҫитермен "татӑка".
Ӑстрӑма¹ ҫаклансан, сулӑмпа² пуҫтарса каясса пурччӗ вӑй ӗненме...
Уямаҫҫӗ тесе... вӗҫленми черете чип-чипер вырнаҫса тӑмаллаччӗ кӑна;
Асӑрхамӑш пулса иртмеллеччӗ кӑна... - тӗлме-тӗл тӑракан Вилӗме
Куҫӗнчен хушрӗ кам хӑрамасӑр пӑхма?! - Хӑсӑк пек, сулӑмпах, тухса ӳкрӗм тула.
ӑстрӑм¹ - ҫаврӑм; рейс.
сулӑм² - юхӑм; инерция.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха