Утӑрья!

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Унсӑрах анӑҫа чупакан Пурнӑҫа

Ӑнланма ӳркенсех: мӗн? ӑҫта? та хӑҫан?

Айтарса, хӑмсарса, хӑвала-хӑвала

Ӗрӗхсе кайиччен васкататпӑр мала:

Уҫаймасӑр куҫа, хӗрхенмесӗр пуҫа -

Пӗтӗмпех турттарса кӑларас пек каҫан -

Тиесе тултаратпӑр хисеп те тупра

Ӑнкарсах вырнаҫас ҫуккине тупӑкра.

Тпру! темелӗх ҫитмест те ӑс-тӑн, те хӑю -

Хуйтарса янӑ пек ыткӑнать-ха кӗтӳ...

Курӑксем шӑтайми такӑрлатнӑ ҫула

Таптама килнисем, кайӑрах! Утӑрья

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха