Ҫилӗм ман!
Пуҫӑмран тӑкӑнса юлакан шухӑшсен хывӑхне
Юттисем сисесрен Ҫил шӑлса кӗсйине пуҫтарать хӑвӑртрах.
Кӗвӗҫет - пыртарасшӑн та мар ӗмӗтсен ҫывӑхне.
Вӑл пӗлет: тӗшӗленӗ тӗллевӗн тӑшманӗ пӗрре - пуш сӑмах.
Хӑвалатпӑр ҫаплах - кам чарайӗ пире халӗ тин?
Ӑмӑртсах савӑшар май килсен - "шухӑрах-ха" тени те тарам!
Ҫилӗм ман! Ҫиллӗме силлесе кӑларсамччӗ, эппин!
Ыттине - сӑвӑрса илнине - сӑвӑра упранма хӑварам.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха